Пӗлтӗр Варнава митрополит пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Шел те, вӑл хӑйӗн иккӗмӗш кӗнеки кун ҫути курнине курайман. Иккӗмӗш кӗнеке нумаях пулмасть ҫутта тухнӑ. Пӗрремӗшӗ 2016 ҫулта тухнӑ.
Пӗрремӗш кӗнеке 1 пин экземплярпа тухнӑ. Ӑна хӑвӑртах туянса пӗтернӗ. Хальхинче кӗнеке 3 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Чӑваш митрополийӗ вӑл Чӑваш Енри Турра ӗненекен кашни ҫемьене ҫитессе шанаҫҫӗ.
Кӗнекере – владыкӑн асаилӗвӗсем. Варнава 70 ҫул ытла Турра ӗненсе ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ.