![]() Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. Наци телекуравӗнче ирхи чӑвашла кӑларӑмсем пулмаллаИрхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен Наци Телевиденийӗпе чӑваш чӗлхиллӗ передачӑсем ҫеҫ пулччӑр! Рекламӑсем вырӑсла пулччӑр. Чӑвашсем ура ҫинче. Ҫак вӑхӑтра вӗсен чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхасчӗ! Чӑваш чӗлхине пӗлмен ҫынсем ку вӑхӑтра ҫывӑраҫҫӗ ҫавах! Ҫывӑрмасан та, асту, чӑваш наци телевиденийӗн передачисене пӑхаҫҫӗ пуль! Икӗ патшалӑх чӗлхи тетпӗр. Талӑкра 23 сехет хушши вырӑс чӗлхи хуҫаланать! Ҫывӑрас килнӗ вӑхӑтра ирхине (5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен) пӗр сехет хушши чӑваш чӗлхи хуҫалантӑрччӗ! Ирхине 5 сехетре вӑранса чӑваш ҫынни вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе вырӑнне йышӑнма вӗрентӗр-и? Россия1-Чувашия телеканалпа чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсем 9 сехетре тин пуҫланаҫҫӗ! Тутарсен ТНВ каналӗнчен тӗслӗх илмелле!Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен экран ҫинчи этемсем вырӑс чӗлхипе калаҫмасран, вырӑс чӗлхи илтӗнмесрен, вырӑс чӗлхипе пыракан кӑларӑмӗсене итлемешкӗн (тӑнламашкӑн) майӗ ҫухаласран хӑраса ӳкрӗмӗр-ши? Мӗн чухлӗ айванлӑх, мӗскӗнлӗх пирӗн чунӑмӑрсенче! ТНВ (Татарстан Новый Век) телеканалпа ҫӗрле 2 сехетрен пуҫласа мӗн ирхи 8 сехетччен (6 сехет хушши) телевизӑрӑн экранӗ ҫинче тутар чӗлхи хуҫаланать!!!(4 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен пыракан передачӑсен чылайӑшӗ вырӑс чӗлхине куҫарнӑ вуламалли титрсемпе пыраҫҫӗ). Телевизорпа (кашни ир!!!) 4 сехет те 55 минутра Тутарстан патшалӑх гимнӗ янӑрать! Пирӗн В.П. Ефимов, А.Н. Магарин юлташсене ТНВ телеканалӑн ӗҫне-хӗлне йышӑнма Хусан хулине ямаллах пулать!
Тимофеев В.Н. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |