Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Европӑри Чӗлхесен кунӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» конференци иртрӗ.
Конференци 10 сехетре А.П. Хусанкай уҫнипе пуҫланчӗ. Чи малтан, докладҫӑсене сӑмах париччен, Кириллова Н.М. паллӑ чӑваш ҫыннисен сӑввисене вуласа пачӗ.
Чи пӗрремӗш доклада ЧПГӐИн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, филологи тухтӑрӗ Егоров Н.И. вуласа пачӗ. Вӑл паянхи чӑваш чӗлхи пирки каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн сӑмах Скворцов М.И. илчӗ, сӑмахсарсене хатӗрлесси пирки каласа пачӗ. Абрамов В.А. доклачӗ хыҫҫӑн вара лару-тӑру ытла япӑхланса кайманни палӑрчӗ. Малалла докладҫӑсем кӑсӑк технологисем ҫинчен каласа пачӗҫ — интертетелти сайтсем, кодлӑхсемпе шрифтсем, тӗрӗс ҫырнине тӗрӗслемелли мел, Медиавики пирки. Ҫавӑн пекех итлекенсем онимсем, библиографи списокӗ, литература чӗлхи, реклама, чарӑнусен чӑвашла ячӗсем пирки те нумай пӗлчӗҫ.
Конференци доклачӗсене итлеме нумай ҫын пухӑннӑ пирки иккӗмӗш ларӑвӗнче лармалли вырӑн та ҫитми пулчӗ — итлекенсем пӗр пукан ҫине икшер ларса, хӑшӗ-пӗри тӑрса итлерӗҫ.