Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пирӗн пуласлӑх купаласа пӗтермен хӑна ҫуртӗнче?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 27.04.2013 00:54 | 1889 хут пӑхнӑ

Шупашкар хулин ҫыннисем, республикӑн тӗп хулин илемӗпе, культурипе паллашма кӑмӑл тӑвакансем хулан кӳлмекӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ май «Мать-покровительница» монуменчӗпе ҫывӑх инҫех мар вырнаҫнӑ мӑнаҫлӑн сарӑлса тӑракан, тӗксем, купаласа ҫитермен пысӑк ҫурта асӑрхама пултарнӑ ахӑртнех. «Пӗр компани ушкӑнӗн паллӑкӗ» (выр. Памятник одной группе компаний) — ҫак ҫурт ҫинчен акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа 2015 ҫулта иртекен Европа чемпионатпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ май ҫапла шӑхвӑртса каларӗ республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев. Чемпионат ҫитес тӗлнелле ҫак сӗмсӗр сӑн-сӑпат кӳрекен ҫурта купаласа, «Сувар-отель» тумаллине малтанах паллӑртса хунӑ ав мӗн. Ҫапах ҫак ҫуртпа хуҫаланакан «Одис» Йошкар-Олари организаци отельне купалас ӗҫӗ паянхи кун та пуҫарӑнман. Ун вырӑннӗ ҫурт ҫинче хитре кӑнаҫ «Пуласлӑх кунта» текстлӑ пысӑк баннер ҫакӑнса тӑрать. Ку вара чӑнах та кулӑшла. Кун йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗн, тен, хӑйне май символла пӗлтерӗшӗ пур?

Анчах ҫак хӑна ҫуртне купаласа, ӗҫлетрсе ярас ӗҫ чемпионата ирттернӗ чухне самаях пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. «Тӗп хулара тӑваттӑ ҫӑлтӑрлӑ хӑна ҫурчӗ пулмалла» — ку тӗп критери. Анчах тӗксем пуш ҫуртӑн малашлӑхӗ паянхи кун та паллӑ мар, ҫак ыйтӑва пат татса пракансем те ҫук. 25-мӗшӗнчи лару-тӑрура Европа чемпионатне ирттерес ӗҫӗн плане йӗркелерӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра «Спорт» хӑна ҫуртне ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме кирлӗ, «Олимпийский» стадионра та йӗркелес ӗҫ пуҫарӑнӗ.

Асилтерер, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртекен Европа чемпионатне 2015 ҫулта Шупашкар хулине 12 тӗрлӗ ҫӗршывран 750 спортсмен килме кирлӗ.

#Шупашкар, #хӑна ҫурчӗсем, #Европа чемпионачӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем