Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче художество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта театрӑн 2021 ҫулхи пултарулӑх планӗсене сӳтсе явнӑ.
С. Рахманиновӑн «Алеко» пӗр актлӑ опери М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXXI опера фестивальне уҫӗ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе (ертӳҫи — Раҫҫей халӑх артисчӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Ен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Морис Яклашкин) пӗрле хатӗрленӗ проект.
Пӗтӗм тӗнчери XXV балет фестивалӗ ака уйӑхӗнче пулӗ. Вӑл классикӑран тата хальхи вӑхӑтри ӗҫсенчен тӑрӗ. Тӗнче классикин шедеврӗсемпе (А. Аданӑн «Жизель» тата П. Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗсем) пӗрлех Пермьри театрӑн «Балет Евгения Панфилова» тата Екатеринбургри театрсен «ТанцТеатр» спектакльсене кӑтартӗҫ.