Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗрле руль умне ларма юратакан арҫынна суд тунӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек майпа пӑтӑрмаха ҫакланнӑ-ха. Хӗрӗнкӗ пуҫпа машина хускатса ҫула тухнӑ этеме колони-посление тӑватӑ уйӑхлӑха ӑсатӗҫ. Унсӑр пуҫне вӑл водитель правине ҫитес виҫӗ ҫулта алла тытса кураймӗ.
Арҫын ӳсӗрле руль умне ларнипе йӗрке хуралҫисен аллине икӗ хутчен ҫакланнӑ. Уншӑн ӑна икӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче арҫын каллех «Volkswagen Transporter» машинӑна хускатса Ҫӗнӗ Шупашкар тӑрӑх тухса кайнӑ. Кӑштахран ӑна хулари Винокуров урамӗнчи 44-мӗш ҫул патӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ.
Суд йышӑнӑвӗ ытла кӑра тесен айӑплин ваккачӗ республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Анчах унтисем те пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫламан.