Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
«Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.