Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче велосипед туяннӑ. Ҫемье халӗ унти Техас штатӗнчи Даллас хулинче пурӑнать.
Инҫе ҫулҫӳреве тухса кайнӑ велосипед Нью-Йоркра тӑрса юлнӑ, ун патне кайма май ҫук иккен. Ҫавна май ҫемье ҫулталӑка яхӑн велосипедсӑр пурӑннӑ. Халӗ Никита каллех икӗ урапаллӑ «тимӗр туслӑ». Ӑна вӑл ҫынран туяннӑ. 1985 ҫулта Францире кӑларнӑскере хуҫи 90 долларпа сутнӑ. Никита Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипед вӗр-ҫӗнӗ пекех, вӑл 12 тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа кайма пултарать.
Паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ велосипедшӑн питӗ савӑннине пӗлтернӗ. Гаражра виҫӗ тӗрли пулсан аван тесе палӑртнӑ.