Кун пирки ӳнер музейӗнче ӗҫлекен Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ — ун сӑмахӗ тӑрӑх микрофонсем лартасси пирки культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе канашламан иккен, вӗсене систермесӗр хӑварнӑ. Музее курма килекенсене те вӗсене итлени пирки пӗр пӗлтерӳ хучӗ те ҫакман пулать.
Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх микрофонсем ҫак пӳлӗмсенче пур: вахтер патӗнче; иккӗмеш хутри тӗп залсем хушшинче, кӗтеслӗ рекриацисенче (унта чей ӗҫме кӑмӑллаҫҫӗ тет). Курӑмлисем те пур: кӑнтӑр енчи залсенче видеокамера ҫийӗнче. Ҫавӑн пекех администраци коридорӗнче пур — бухгалтери тата тӗп управҫӑн пӳлӗмӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ.
Музей директорӗ Геннадий Козлов микрофонсем лартнине экспонатсене хӳтӗлесссипе ӑнлантарнӑ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ иккен: хутсем йӗркеллӗ, официаллӑ аукцион пуҫарса ирттернӗ.