Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑка пула икӗ ҫын шар курнӑ. Турра шӗкӗр, вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын Ҫӗнӗ Тутаркассинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑй унччен палламан 34-ри арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе тӑватӑ хут чикнӗ. Хырӑмран тата ытти вырӑнтан лектернӗ. 34 ҫулти арҫынна паллакан 23-ри каччӑ хушша-хуппа кӗнӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. 27-ри ҫамрӑка вӑл ҫӗре асфальт ҫине пусса ӳкернӗ, ӑна тӑма ирӗк паман. Апла пулин те лешӗ каччӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикме ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмаха, юрать, куракансем пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе икӗ арҫын та сывӑ юлнӑ, йывӑр суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫынсене ҫӗҫӗпе аматнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 27-ри каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ, ҫав шутра – ҫынна вӗлернӗшӗн те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |