Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.
Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.
Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.