Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Пушкӑртстанра чӑваш апачӗпе кӗтсе илнӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Галина Никитина 08.10.2020 20:08 | 225 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи Ашкатар ялӗнче Семеновсен ҫемйине хисеп туса мероприяти иртнӗ. Хӑнасене культура ҫурчӗ умӗнче чӑваш апачӗпе кӗтсе илнӗ. Уяв йӗркелӳҫисем «Сӑн ӳкерчӗксенче истори» тата «Семеновсен ҫитӗнӗвӗсем» ятлӑ куравсем хатӗрленӗ. Семеновсен несӗлӗнче учительсемпе тухтӑрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем тата купӑсҫӑсем пулнӑ.

«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ йӑх-несӗл йывӑҫҫин икӗ туратне питӗ интереслӗ хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннисене ҫак ӑрӑвӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.

Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен канашӗн ӗҫтӑвком председателӗ Анна Ремпель асӑннӑ ялта йӑла-йӗркесене тытса пынине‚ вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентнине палӑртса хӑварчӗ. Ӑру уявӗ вӑхӑтӗнче «Пикесем» ушкӑн (ертӳҫи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» халӑх ансамблӗн вокал йышӗ‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи – Марс Хайбуллин) халӑха савӑнтарнӑ.

#Федоровка районӗ, #Пушкӑртстан, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #Ашкатар, #ҫемьесем, #таврапӗлӳҫӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Истори авӑрӗнче ҫухалнӑ чӑвашсем
2019, 12, 14
Мурманскри чӑвашсен — ҫӗнӗ ертӳҫӗ
2020, 08, 19
Чӑваш ҫыравҫи Тартури фестивале хутшӑннӑ
2020, 09, 13
Екатеринбургра чӑвашсен форумӗ иртнӗ
2020, 09, 29
Красноярскра Чӳклемене пуҫтарӑннӑ
2020, 10, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org