Персона
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Алексей Леонтьев истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗренӳ министерстви юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Алексей Петрович — Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен Союзӗн пайташӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» йӗркелӳҫи тата редакторӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тата «Хыпар» хаҫат кун-ҫулне нумай тӗпченӗ. Паха ҫав материалсене пухса «Минувшее и настоящее» кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл 640 страницӑран тӑрать. Алексей Леонтьев куҫару ӗҫӗпе те самай тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Александр Гринӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарса 5 томпа пичетленӗ. Ӗҫе хӑтлама К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне 2014 ҫулта пуҫтарӑнсан педагогика наукисен кандидачӗ Роза Петрова-Ахтимирова: «Чӑвашла хайлавсем Грин хӑй ҫырнинчен те вӑйлӑрах пулса тухнӑ», — тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Леонтьев юлташ Грина куҫарман пулсан пин хут тӗрӗсрех пулатчӗ! М.т. ку "куҫару" - куҫару мар, абракабра, хутпа укҫана сая яни! Эп кун пирки тахҫан В.Николаев кӑларса тӑнӑ "Салам" хаҫатра ҫырсаччӗ, тупса вулама пултаратӑр.
Валери Туркай. 89278555480