Спорт
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра тинех Сывлӑх тата спорт кунӗ иртӗ. Кӑшӑлвируса чару мерисем вӑйра тӑнине кура ҫынсем бассейнсемпе спорт залӗсене ҫӳреймерӗҫ. Халӗ вара Сывлӑх кунӗ иртӗ. Аса илтерер: кун пек кунсенче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Ҫынсем бассейнсемпе, тренажер тата фитнес-залӗсемпе, ытти спорт лапамӗпе усӑ курма, пӑр ҫинче ярӑнма пултарӗҫ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров фитнес-клубсемпе бассейнсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫассине халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, пурне те Сывлӑхпа спорт кунне йыхравланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |