Лондонра Тауэр кӗперӗн икӗ пайӗ, вӗсен механизмӗсем ҫӗмӗрӗлнине пула, икӗ сехет ытла икӗ еннелле уйӑрӑлнипе тӑнӑ. Ҫакӑн ҫинчен The Guardian ҫырать.
Хаҫат информациленӗ тӑрӑх, каҫхи вӑхӑтра карапсене ирттерсе ярас тесе вӗсене икӗ еннелле сарнӑ чухне конструкци хӗсӗнсе ларнӑ.
Хула полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер механизмӗ юсавсӑррине пула ӑна ҫуран ҫӳрекенсемпе транспорт валли хупнӑ.
Тауэр кӗперӗ 1894 ҫулта уҫӑлнӑ. Вӑл икӗ башньӑран тӑрать, ҫӳлте вӗсем икӗ каҫма урлӑ пӗрлешӗннӗ. Хула саккунӗсемпе килӗшӳллӗн, 30 фут (9 метр ытла) ҫӳллӗш мачтӑллӑ е хушӑм пайлӑ карапсене, вӗсен хуҫисем 24 сехет хушшинче ҫакӑн пирки ыйтнӑ пулсан, тӳлевсӗр ирттерсе ярма хуть те хӑш вӑхӑтра кӗпере ҫӗклесе сармалла. Сооружени сайтӗнчи информаци тӑрӑх, кӗпере икӗ еннелле ҫулталӑкра вӑтамран 850 хут уйӑраҫҫӗ.