Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сцена ҫинче — хамӑрьялсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 22.02.2013 09:44 | 1860 хут пӑхнӑ

Комсомольски районӗнче «Яланах — театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ пырать. Ҫак тупӑшӑва Вӑрманхӗрри Чурачӑк клубӗ ҫумӗнчи Е.Степанова ертсе пыракан драма кружокӗ те хӑпартлансах хатӗрленчӗ. Курава валли Альбина Сухан драматургӑн «Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет» пьеси тӑрӑх хатӗрлерӗҫ. Чи пирвайхи курава Хырхӗрри культура ҫуртӗнче лартма шутларӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, районти ятарлӑ комисси членӗсем те килсе ҫитрӗҫ.

Шӑппӑн та пӗр тикӗссӗн чаршав икӗ еннелле уҫӑлчӗ. Ҫцена ҫинче пысӑк пуҫлӑхӑн пӳлӗмӗ, курӑмлӑ вырӑнта — президент сӑнӳкерчӗкӗ. Паллӑ пулчӗ — ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Пуҫлӑхӗ хӑй те (ун сӑнарне Г.Бормотина питех те ӑста калӑпланӑ) сӗтел хушшинче хутсем уҫкаласа-пӑхкаласа тем шырать, куҫлӑхне шӑла-шӑла хутран-ситрен ҫыркалать, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалать. Чӑн та, пуҫлӑхсен пурнӑҫне пит аван пӗлсе кӑтартнӑ автор: паянхи кун хутсене вӑхӑтра тӗрӗс-тӗкел туса пырсан — эсӗ лайӑх ӗҫлетӗн, хут тума пӗлеймерӗн, е ерҫеймерӗн — начаррисен шутне кӗртсе хураҫҫӗ. Пуҫлӑхсене питлени ҫеҫ мар, пурнӑҫри ытти кӑлтӑк-мӑкӑлтӑка та пит аван сӑнласа пачӗҫ ялти артистсем. Эрех-сӑрапа иртӗшни, пирус сӗрӗмӗпе чыхӑнни, наркотиксемпе ҫыхланни ырри патне илсе ҫитерменнине пурте чухлатпӑр вӗт ӗнтӗ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинчи ҫыхӑнусене ирӗке яни те пуҫа кастарать. Ҫӗршывӑмӑрти чылай ял-хуласенчи кил-ҫурт е ытти объектсене тӑвасси вӑраха кайнӑ тӗслӗхсене те (вырӑссем ҫак пулӑма валли питех те вӑхӑтлӑ «долгосторой» сӑмах шыраса тупнӑ) питлеме манмарӗҫ. Ҫак пулӑмсене эпир яра кун тенӗ пекех куратпӑр, анчах чылай чухне айккинчен иртсе каятпӑр. Пурте пӗлекен киревсӗр пулӑмсем ҫинчен культура ҫуртӗнче яр-уҫҫӑн калани вара пурне те тепӗр хут шухӑша ячӗ.

Артистен ячӗсене те асӑнмасӑр хӑварас килмест. Сӑмахсене вӗренсе, хӑйсене пӗлсе тыткаласа ял ҫыннисен умне тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракан Е.Степанова, Г.Бормотина, С.Белкова, М.Белкова, Ф.Кополухина, А.Пушкина, Л.Ятманова, М.Ятманова, Н.Хлебникова тухрӗҫ. Тӗлӗнмелле: арҫын ролӗсене те хӑйсемех калӑпласа пачӗҫ. Ахальтен каламан ӗнтӗ халӑхра: «ӳркенмен — ӑста», — тесе.

«Ятарласа вӗреннӗ артистсенчен пӗртте кая мар… Питех те лайӑх вылярӗҫ хӗрсем хӑйсен ролӗсене… Сӑнарӗсене те кашни хӑйнеевӗрлӗ калӑпланӑ… Ытти ялсене кайса кӑтартмалла ҫак спектакле…», — тени илтӗнчӗ халӑх хушшинче килсене саланнӑ май. Жюри те артистене лайӑх хак парасси куҫкӗрет.

#Вӑрманхӗрри Чурачӑк, #театрсем, #Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем