Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Екатеринбургра Чапаев палӑкне лартасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.08.2020 07:12 | 1101 хут пӑхнӑ
Культура
Артем Устюжанин / E1.RU сӑнӳкерчӗкӗ
Артем Устюжанин / E1.RU сӑнӳкерчӗкӗ

Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.

Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.

Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.

Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.

#палӑксем, #Екатеринбург, #ентешсем, #Шупашкар, #Самар, #Балакова, #Будайка

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамӑр ял // 7246.8.4802
2020.08.09 10:41
Раҫҫей пуҫлӑхсемпе политиксем, ҫар ҫыннисем вӑрҫӑсене тума юратаҫҫӗ. Унталла вилме чӑвашсене, тата ытти халӑхсене яраҫҫӗ. Кайран палӑксене халӑх укҫипе лартаҫҫӗ.
Уйрӑмах намӑс - Украина ҫӗршыва сӗмсӗр тапӑнни! Пӗтӗм Европа ҫакна сивлет. Раҫҫейре ватниксене каллех палӑк лартасшӑн!
Унччен Афганистана, Чечен Республикана аркатни, ҫӗршер пин ҫынсене тискер вӗлерни. Ку чыслӑ-и?
Тата Чапаевпа чӑвашсене мӗн мухтанмалли?! Вӑл чӑваш мар. Коммунистсен граждан вӑрҫи символӗ
кӑна.
1991-мӗш ҫулта демократиллӗ революци хыҫҫӑн саккунпа КПССне чарнӑ. Тата мӗн? Каллех кӳршӗ халӑхсене парӑнтарас, вӗлерес-и? Чӑвашсене каллех вилес-и?
Алексеев // 3404.30.2859
2020.08.10 16:11
Чапаев палакне Екатеринбургра лартнине ырлатап. Ан тив . граждан варсин паттаре чаваш ан пултар . анчах та вал Чавашра сурална. Чапаевпа эпир мухтанма тивес. Енчен те Чапаева " коммунистсен символе " тесе сивлес пулсан . Сеспел Мишши те . Петер Хусанкай та . Андриян Николаев та коммунист пулна вет .Весем--чаваш халахен мухтавла ывалесем .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем