Тӗнчере
![]() Чӑваш ҫыннисем Черногорие кайма пултараҫҫӗ. Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Черногори Раҫҫей ҫыннисемшӗн хӑйӗн чиккине уҫассине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӗршыв «симӗс» зонӑна Раҫҫее кӗртнӗ. Анчах унта пирӗн патран самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ. Кӑшӑлвируса пула хупӑннӑ чикӗсем майӗпен уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршыв Турци, Великобритани, Танзани тата Абхази чиккисене уҫрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен самолетсем Швейцаринчи Женева хулине эрнере пӗрре вӗҫме тытӑнӗҫ. Абхазие Краснодар крайӗнчи Адлерти чукун ҫул вокзалӗнчен тата Сочири аэропортран пӗрлехи билетпа ҫитме май килӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ. Пӗрлехи билетпа Абхазинчи пилӗк хулана: Гагрӑна, Пицундӑна, Гудаутӑна, Ҫӗнӗ Афона тата Сухума — кайма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |