Тӗнчере
![]() Раҫҫей тата Турци президенчӗсем Владимир Путин тата Реджеп Тайип Эрдоган икӗ ҫӗршыв хушшинче самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва телефонпа сӳтсе явнӑ. Ҫак ыйтӑва тишкерме яваплӑ ведомствӑсене хушнӑ. Кун пирки РФ ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков «Новости» информаци агентствине пӗлтернӗ. Маларах «Андолу» агентство Турцин Транспорт министерстви самолетсене утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн вӗҫтерме пуҫласси ҫинчен Раҫҫейпе калаҫса татӑлни пирки хыпарланӑ. Ҫапах та самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ-ха. Путинпа Эрдоган телефонпа утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче калаҫни пирки «Парламентская газета» хаҫат паян пӗлтернӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере Татьяна Голикова вице-премьер ҫӗршывсем хушшинче самолетсене утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ҫӳретме пуҫлама май пуррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |