Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Атратьри психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен нумай

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 31.07.2020 20:53 | 1900 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
prohvost.club сайтри сӑн
prohvost.club сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Унта ӗҫлекен 13 ҫыннӑн тата интернатра пурӑнакан 18 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унти 1 ӗҫчен тата 4 пациент чирлени пирки Роспотребнадзора хыпар ҫитнӗ. Тепӗр кун тухтӑрсем вӗсемпе хутшӑннӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ. ОРВИпе тата ӳпке шыҫҫипе чирлӗ 51 ҫынна изоляци тума, пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 31 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.

Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, малтанах чирлесе пысӑк температурӑпа выртнӑ ҫынсене ыттисенчен уйӑрманни кӑшӑлвируса интернатра сарӑлма май панӑ.

#сывлӑх, #Улатӑр районӗ, #Атрать, #пульницӑсем, #кӑшӑлвирус

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ
2020, 06, 17
Икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ
2020, 06, 23
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен белок пуррине палӑртма май пур
2020, 07, 04
Кӑшӑлвирус парӑнмасть
2020, 07, 17
Травматологи центрӗ кӑшӑлвируслисене сиплеме пӑрахӗ
2020, 07, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org