Культура
![]() Хамӑр ҫӗршывра канакан туристсене кӑҫал укҫан хавхалантарӗҫ. Программа ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен тытӑнса ҫулталӑк тӑршшӗпех пырӗ. Тӗрӗсрех каласан, канма кайса тӑкакланнин пӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарӗҫ. Кешбэк (бонус программине ҫавӑн пек калаҫҫӗ) лектӗр тесен туристсен 5 каҫран кая мар канмалла, турпутевка е ҫынсем хӑйсем тӗллӗн кайса тӑкакланнин хакӗ 25 пин тенкӗрен йӳнӗ пулмалла мар. Укҫана тавӑрас тесен «Мир» карттӑпа тӳлемелле. Хыснаран 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран тавӑрса парӗҫ. Путевка хакӗ 25 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран ларсан 5 пин лекӗ, 50 пинрен пуҫласа 75 пин тенкӗ таран тӑкакласан — 10 пин тенкӗ, 75 пинрен ытларах пулсан — 15 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |