Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесси графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра унта территорие хӑтлӑлатас ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Тротуарсене сарнӑ, монолит лапамсене бетонланӑ. Стенасене штукатуркӑлаҫҫӗ, ҫуртӑн стенисене урам енчен керамогранитпа витеҫҫӗ, ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Реконструкци графикпа килӗшӳллӗн пырать. Мӗнпур ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн», – тенӗ ЧР Культура министерствин культура еткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ концерт залӗнче хальхи вӑхӑтри ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтармалла», – тенӗ филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков.