Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тӗл пулнӑ.
Аса илтерер: Анатолий Князев – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ӗҫленӗччӗ.
Анатолий Пантелеймонович Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Коми Республикин пуҫлӑхӗ Владимир Уйба тата хӑй ячӗпе саламланӑ.
Енсем Чӑваш Енпе Коми Республики социаллӑ-экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пирӗн тӑрӑхран Ҫурҫӗртен эрех тата пӑлан ашӗ кӳрсе килме пулать, пирӗн патран – тӗш тырӑ ӑсатма.
Agabazar // 1167.61.7319
2020.06.27 05:56 | |
"Елчĕк чăвашĕ" тени тĕлĕнмелле илтĕнет. Мĕншĕн тесен вăл тахçантанпах унта пурăнмасть. |