Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта 1897 ҫулта чиркӳпе прихут шкулне уҫнӑ. Малтанах унӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулман. Вӗренес текенсем Хыҫалтикасри Степан Григорьевич Малеев ҫуртне ҫӳренӗ. 1907 ҫулта вара шкулӑн пӗрремӗш ҫуртне ҫӗклесе лартнӑ. Унта 1-4 класс ачисене вӗрентнӗ. Вӗренекенсене хваттерпе те тивӗҫтернӗ. Ӑс пухас текенсем вара сахал пулман. Иртнӗ ҫул Кивӗ Чукалти шкул уҫӑлнӑранпа — 115 ҫул, уйрӑм ҫуртне уҫнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫакна халалласа ялта пурӑнакан предприниматель, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин районти уйрӑмӗн Политканашӗн членӗ Людмила Павловна Карзанова, хӑйӗн укҫи-тенкипе Асӑну хӑми туса хатӗрленӗ. Ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче Совет урамӗнчи шкул ҫурчӗ ҫине хаваслӑ лару-тӑрура ҫакнӑ. Митинга пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев, ялти ветерансен Канашӗн председателӗ Александр Чурбанов, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антон Малеев саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Мария Жамкова хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарнӑ.
Людмила Карзанована ырӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм ял-йыш тав турӗ.