Кӑҫал ҫанталӑк ытла та улшӑнуллӑ. Пӗрре сивӗтсе пӑрахать те, тепре ӑшӑтса ярать. Ӗнер кӑна тумлам юхатчӗ, ирхи тӑратӑн — шӑнтса та лартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнчи ачасем ӑшӑ ҫанталӑкпа вӑхӑтра усӑ курса юлас терӗҫ — ялти пуҫламӑш шкул картишӗнче юртан кӳлепесем ӑсталаса лартрӗҫ. Чӑн-чӑн ӑстасем ӳсеҫҫӗ тейӗн — кашни кӳлеме чаплӑ пулса тухнӑ: упа ҫури те, космос карапӗ те, юр катемпи те.