Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗксемшӗн явап тытӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 18.06.2020 19:39 | 610 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫынна сӑнӳкерчӗксемшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ. Унччен вӗсем ҫывӑх хутшӑннӑ, кӑштахран хирӗҫсе кайнӑ. Ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ курӑнать те.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче каччӑ страница йӗркеленӗ те унта тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене хӗрӗн тусӗ патне те ярса панӑ.

Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ япалана тӗнче курмалла уҫӑмлатнӑшӑн ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Ӑна суда ярса панӑ.

#пӑтӑрмахсем, #тӗнче тетелӗ, #халӑх ушкӑнӗсем, #ҫамрӑксем, #пуҫиле ӗҫсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тухтӑра хӗненӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ
2019, 05, 29
Колони ӗҫченӗ айӑплисене телефонсемпе тивӗҫтернӗ
2019, 08, 30
Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмпа арҫын тытӑҫнӑ
2020, 05, 16
«Химпром» ҫывӑхӗнче сирпӗтмелли хатӗр тупнӑ
2020, 06, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org