Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Чӑваш Енре теракт хатӗрленӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин республикӑри ӗҫченӗсем преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ҫывӑхӗнче хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ сирпӗтмелли хатӗрсем хунӑ вырӑна тупнӑ. Саперсем ҫав хатӗрсене сиеӗсӗрлетнӗ. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 205-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче право тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |