Культура
![]() «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ «Стальная вера» (чӑв. «Хурҫӑ шанчӑк») тематика фильмӗ ӳкересшӗн. Ку тӗллевпе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫи фильма юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Фильм виҫӗ пайран тӑрӗ, вӗсем Чӑваш республики хронологи тапхӑрӗсене тата аталанӑвне кӑтартӗҫ. Кашни пай 26 минутран кая мар тӑсӑлӗ. Ҫавӑн пекех тулли метражлӑ верси пулмалла, акӑлчанла тата чӑвашла титрсем ҫырмалла. Фильм кинотеатрсенче проката тухмалла. Сюжечӗ пирки калас тӑк, тӗп сӑнар – политика ӗҫченӗ Александр Краснов. Вӑл республика аталанӑвӗн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
"Чăвашкино" тăвас тетпĕр, анчах вăл чăвашла пулмалла мар иккен, субтитрсем çеç чăвашла пулмалла иккен! Хăçанччен çапла хамăра хамăр улталаса пурăнăпăр-ши?
"В красном море"-ре те, кунта та Çеçпĕл Мишшин сăввисемпе усă курни Çеçпĕлтен кулни мар-и вăл -- чăваш кино ячĕпе вырăсла кино ÿкерни?
Ÿкерĕр чăвашла, кайран вара хуть те мĕнле чĕлхепе субтитрсем çырăр! Ниушлĕ ăнланмалла мар çакă?
Е такамсем юри чăваш кино ан аталантăр тесе ура хураççĕ мар-и тесе шухăшлама тивет вара ирĕксĕрех.