Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ.
«Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ.
Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Валери Туркай // 1712.9.2772
2020.06.05 04:27 | |

Мухтанмалӑх та савӑнмалӑх та пур!
Гаврилов - Паттӑр! Чӑн-чӑн Паттӑр! Асӑннӑ фильма курсан, ҫакна ҫӗр хут ытларах ӗненетӗн.
Кама кирлӗ, ҫавна фильмне ярса пама пултаратӑп.
Туркай.