Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Нимеҫӗсене ятарлӑ паллӑпа хавхалантарӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 08.06.2020 19:00 | 240 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ.

Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.

Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.

#ҫамрӑксем, #нимеҫӗсем, #хушусем, #Элтепер, #чыславсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Эдурад Бахмисова орден медалӗпе наградӑланӑ
2019, 08, 19
«Элара» ертӳҫине орден парӗҫ
2020, 01, 22
Ҫамрӑксене влаҫра ӗҫлеттересшӗн
2020, 03, 12
Карьера кунӗсене каярах ирттерӗҫ
2020, 04, 14
Ҫамрӑксен премине пама йышӑннӑ
2020, 06, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org