Куславкка районӗнче пурӑнакан пӗр ҫын тӑванне хӗрхеннипе пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Уншӑн хайхине йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ҫавӑншӑн унӑн тӑванӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ те мар, полицейскисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Йӗрке хуралҫисемпе «йӗрке» тума хӑтланнӑ ҫынна пуҫтахланма паман. Халӗ 31 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн тӑванне вара (арҫын ҫавна хӳтӗлесе хирӗҫнӗ те ӗнтӗ) ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.