Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри ӳсӗр водителе тытса чарас тесе пӑшалпа пеме тивнӗ. Малтан сывлӑша, унтан — машина урапине. Хӗрӗнкӗ водитель пакунлисенчен тарас тенӗ. Ӑна хӳтӗлесе унӑн тусӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫине сиксе ӳкнӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Тӑвай районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем тревогӑпа ура ҫине тӑнӑ. Водителе тытса чарма май килнӗ. Ӑна транспорт рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑшӑн тата полици ӗҫченӗ ыйтнине пӑхӑнмашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Унпа пӗрле пулнӑ икӗ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсен влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн явап тытма тивӗ. Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре ӳсӗр 49 водителе тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |