Сывлӑх
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулни пирки маларах ҫырнӑччӗ. Халӗ ҫӗнӗ хыпар килнӗ – хӗрарӑмӑн ку инфекци ҫук-мӗн. Аса илтерер: следстви изоляторӗнчи хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулнине акан 20-мӗшӗнче оперштаб пӗлтернӗ. Анчах айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби ку информацие хирӗҫленӗ. Хӗрарӑмӑн ОРВИ паллисем чӑнах та пулнӑ-мӗн. Ҫавна май унран анализ илнӗ, ытти хӗрарӑмран урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чиперех, анализ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартман. Ҫав хӗрарӑмпа пӗрле пулнисен те инфекци ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |