Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерет. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Унта хутшӑнакансене чӑвашла сӑвӑсем вулама сӗннӗ. Акцие хутшӑнакансем кирек епле сӑвва та суйлама пултарӗҫ. Хӑйсем ҫырнине те вулама юрать. Сӑвӑсене Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн Электрон вулавӑшӗнчен те илме май туса панӑ. Килӗшекен сӑвва вуласа видеоролик ӳкермелле. Унта хайлав авторне тата ятне кӑтартмалла. Сӑвва вулакансем хӑйсен ятне-шывне те палӑртма пултараҫҫӗ. Хатӗр видеоролика тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне #люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештегпа вырнаҫтарма сӗннӗ. Видеороликсене kray@nbchr.ru электрон адреспа та ярса пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |