Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ 225 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шӗ сывалнӑ. Ӗнер вилнисен йышӗнче 2 ҫынччӗ, паян вара виҫҫе ҫитнӗ. Иккӗшӗн кӑшӑлвирус пулнине вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлнӗ.
«Кӗрен парӑс» обсерваторие 16 ҫынна вырттарнӑ. Тепӗр 10 ҫыннӑнне анализ кӑтартӑвӗсене кӗтеҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 3621 ҫынна сӑнаса тӑнӑ, халӗ ку йышра – 1538 ҫын. Вӗсенчен 1260-шӗ килте карантинра лараҫҫӗ, 262-шне пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсен хушшинче 18 ҫул тултарман 22 ача.