Синоптиксем ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ тата юр вӗҫтерӗ. Ҫил ҫеккунтра 20-25 метр таран вӗрӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, ҫумӑрсӑр-юрсӑр ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Вырсарникун вара каллех ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, хушӑран юр ӳкӗ. Ҫӗрле вара ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗр ҫине юр ҫуса лартӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ: 2-7 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫавна май ҫулсенче шуҫлак пулӗ – асӑрханӑр.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех хӗвел пӑхӗ, кӑнтӑрла 3-5 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран пуҫласа эрнекунччен ҫумӑр ҫукалӗ.