Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӳлӗм тара парасшӑн пулнӑ, анчах ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче ун патне арҫын шанкӑравланӑ. Хайхискер урӑх хулара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тытӑмӗнче ӗҫлет-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес вӑхӑтра 1,5 ҫуллӑха Ҫӗнӗ Шупашкара командировкӑна яраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна пӳлӗм кирлӗ.
Хайхи ҫын 2 уйӑхшӑн тӳлесе хума шантарнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн ведомствӑн бухгалтерӗпе ҫыхӑнмалла, унран реквизичӗсене пӗлмелле-мӗн.
Пӳлӗм хуҫине банкомат патне пыма, суя бухгалтерӑн телефон номерне карточка ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Ку укҫа куҫарнине йӗрлеме кирлӗ имӗш.
Хайхи арҫын онлайн-банк тытӑмне кӗмелли май туса ҫак хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ. Тӑкак 372 пин тенкӗпе танлашнӑ.