Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Карачура тӗп шкулӗ 150 ҫул тултарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.11.2012 14:16 | 1800 хут пӑхнӑ
Карачура тӗп шкулӗ
Карачура тӗп шкулӗ

Ыран, чӳкӗн 23-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Карачура шкулӗ 150 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.

Карачура шкулӗн кун ҫулӗ Ассакасси ялӗнче пуҫланнӑ — 1862 ҫулта унта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Вӑл пысӑк пулман, ҫурт лаптӑкӗ 20 тӑваткал метр кӑна пулнӑ. 1876 ҫулта шкул икӗ класлӑ шая ҫитнӗ. 1923 ҫулта вӑл Ассакассинчи тӑватӑ класлӑ шкул пулса тӑнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан унта 6 класс таран вӗрентме пуҫланӑ. 1954 ҫулта вӑл Ассакассинчи вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Вӑл вахӑтра унта 230 ача таран вӗреннӗ.

Шкулӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ 1978 ҫулта пуҫланнӑ теме пулать — вӑл Мӑн Карачурара икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурта куҫнӑ. 1993 ҫулта ун ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Березка» (чӑв. Хурӑн) ушкӑнӗ уҫӑлнӑ.

2008 ҫулта виҫҫӗмӗш тапхӑр ҫитнӗ — ӑна вӑтам шкул шайӗнчен тӗп шкул шайне антарса лартнӑ.

Паянхи кун шкулта Мӑн Карачурапа Пӗчӗк Карачурари, Мӑн Кӑканарпа Пӗчӗк Кӑканарти тата Ассакасси ачисем ҫӳреҫҫӗ, пурӗ 49 ача вӗренет. Ачасене пӗлӳ парас ӗҫре 14 вӗрентекенпе 2 воспитатель тӑрӑшать.

Асаилтеретпӗр, шӑматкун ҫак тӑрӑхри тепӗр шкул хӑйӗн 150 ҫулне паллӑ тӑвӗ — Ярмушка тӗп шкулӗ.

#Мӑн Карачура, #Ярмушка, #шкулсем, #Пӗчӗк Карачура, #Мӑн Кӑканар, #Пӗчӗк Кӑканар, #Ассакасси, #Элӗк районӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем