Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрти уяв

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елинкка 20.11.2012 11:16 | 1818 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗрти «1 Мая» Культура керменӗнче чӑвашсен пысӑк уявӗ «Кӗр сӑри» иртрӗ. Ӑна Чӗмпӗр хулин культура управленийӗ, ҫак округри депутат Николай Лазарев, «Еткер» телекaларӑм редакторӗ Олег Мустаев йӗркелерӗҫ.

Пысaк Культура керменӗнче нумай ҫын пуҫтарса Кӗр сaри уявне кӑҫал ҫиччӗмӗш хут йӗркелерӗ «Еткер». Ҫак вӑхӑтра уява кӑпӑклӑ сӑра вӗретсе килекенсен шучӗ те ӳсрӗ. Галина Галкина (Ишевкке), Ирина Аксёнова (Ҫӗнӗ хула), Силиса Мустаева (Чӗмпӗр хули), Валентина Крылова (Чӗмпӗр районӗ, Михайловка ялӗ), Елена Лянкина (Чӑнлӑ районӗ, Садки), Ирина Улюшева (Чӗмпӗр районӗ, Отрада), Тамара Головина (Аслӑ Нагаткин) кӑпӑклӑ сӑрапа кӑна мар, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе — куклипе, пӳремечпе, тӑварлӑ ҫупа, шӑрттанпа, икерчӗпе, кӗрхи ҫуллӑ хур-кӑвакал ашӗпе пухӑннисене сӑйларӗҫ. Тутлӑ ҫимӗҫе, техӗмлӗ сӑрана хаклӑ хӑнасем те хаваспах тутанчӗҫ. Уяв халӑхне фойере Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанӑҫ» ансамбль юррисемпе савӑнтарчӗ. Пётр Яковлев купӑcҫӑ купӑсне тӑсса ярсан вара ташламасӑр чӑтса тӑракансем сахал пулчӗҫ.

Уява йӗркелекенсен парнине кашни конкурсант тивӗҫрӗ. Сӑрасен пахалӑхне уява килнӗ ҫынсенчен суйланӑ (хӑйсен ирӗкӗпе тухнӑ) жюри хакларӗ. Пӗрремӗш вырaна Елена Лянкина тата Валантина Крылова тивӗҫрӗҫ. Вӗсене кӗске хумлӑ кӑмака парнелерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — Силиса Мустаевапа Ирина Улюшевана — сӗткер пӑчӑртаса кӑлармалли машина (соковыжималка), виҫҫӗмӗшшӗн — Галина Галкинапа Тамара Головинана — электрочейник парнелерӗҫ. Ирина Аксёнова ятарлӑ приза тивӗҫрӗ.

Чӑвашсене уявпа саламлама Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗн Марина Беспалован ҫумӗсем, Сергей Панчин тата Игорь Буланов депутатсем килсе ҫитрӗҫ. Чaвашсем ҫӗнӗ тыр-пултан пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе кӑпӑклӑ сӑрине тутанса пӑхрӗҫ, кунта киличчен Интернетра Кӗр сӑри пирки тӗплӗн вуласа пӗлнине, ҫакӑн пек ӗҫчен те тараватлӑ, савӑнма пӗлекен халӑха чунтан хисепленине палӑртрӗҫ. Кӗрхи сӑра уявӗ Чӑваш Республикипе Чӗмпӗр хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне те ҫирӗплетет. Ҫакна палӑртакан пӗр пулӑм — ЧР культурӑпа архив ӗҫӗсен министерстви Марина Беспалована янӑ Тав Хучӗ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн пуҫлӑхӗ Валери Туркай тата Николай Григорьев усламҫӑ Марина Беспалована тухьяпа ама (кӑкӑр умне ҫакмалли) тата чӑваш тӗррипе илемлетнӗ тутӑр парнеленӗ.

Шупашкартан килнӗ эстрада юрӑҫисен — Владимир Леонтьев, Алёна Алексеева, Надежда Юрпи, Альбина Пӑрчӑкан, «Голливуд» ташӑ ушкӑнӗн анлӑ концерчӗпе уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ӗҫрӗ-ҫирӗ, юрларӗ-ташларӗ, чун каниччен савӑнчӗ чӑваш хӑйӗн авалтан пыракан уявӗнче.

#культура, #Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр районӗ, #Кӗр сӑри, #Чӑнлӑ районӗ, #Михайловка, #Аслӑ Нагаткин

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем