Тӗнчипех коронавирус пирки калаҫаҫҫӗ. Китайра ку чирпе чирлекенсен йышӗ кашни кун ӳссе пырать. Шел те, вилекенсен йышӗ те нумайланать. Коронавируспа чирлисем хӑш-пӗр ҫӗршывра та пур. Раҫҫейре 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Чир сарӑлнӑ май мерӑсем пирки те самай калаҫаҫҫӗ.
Чӑваш Енре коронавируспа кӗрешме (профилактика тӗлӗшпе тата вӑл кунта ҫитсен) укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн резерв фондӗнчен ку тӗлӗшпе 50 миллион тенке яхӑн тӑкаклама пултарӗҫ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Чӑваш Ене Китайран 9 ҫын килнӗ, вӗсене Кӳкеҫри пульницӑна карантина вырнаҫтарнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсен чир паллисене тупса палӑртман.
Карантин вӑхӑтӗнчи тӑкаксене «Сычуань-Чӑваш Ен» компани саплаштарма хатӗр. Ютран килнӗскерсем ӑшӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫитереҫҫӗ, тухтӑр кунне икӗ хутчен тӗрӗслет.