Умра — сивӗ кунсем. Ҫитес вӑхӑтра пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем пӑрпа витӗнӗҫ. Анчах та малтанхи ҫӳхе пӑр чылай хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Калас пулать, уйрӑмах ачасем ҫӳхе пӑр ҫине кӗме кӑмӑллаҫҫӗ.
Чӑваш Ен территорийӗнче пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем сахал мар. Пӑр хулӑнӑшӗ нихҫан та пӗр пек шӑнса лармасть. Юханшыв варринчи пӑр ҫӳхерех пулма пултарать. Ҫакна асра тытмалла: пӗр ҫынна 7 сантиметртан кая мар хулӑнӑш пӑр тӳсет. Каток-мӗн тӑвас тесен унӑн хулӑнӑшӗ 12 сантиметр е ытларах та пулмалла. Пӑр хулӑнӑшӗ 15 сантиметр ытларах пулсан кӑна ун тӑрӑх ҫуран каҫса ҫӳреме юрать. 30 сантиметр хулӑнӑшлӗ пӑр ҫине автомашинӑпа кӗмелле мар. Шыв температури 2 градус сивӗ пулсан ҫын унта 5-8 минут кӑна тытӑнса тӑма пултарать.
Пӗтӗмӗшле илсен, пӑр ҫинче асӑрханулӑх кирлӗ. Тимлӗхе ӳстерни инкек-синкекрен хӑтӑлма май парӗ.