Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Автобуспа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.11.2012 20:26 | 1549 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енре каллех Йошкар-Олапа Мускав хушшинче ҫӳрекен автобуспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ — хальхинче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав проспекчӗн 7-мӗш ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Мускавран Йошкар-Олана ҫул тытакан Мерседес автобуспа Skoda Octavia ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинри икӗ пассажир вырӑнтах леш тӗнчене ӑсаннӑ, вӑйлӑ суранланнӑ водителе пульница леҫме тивнӗ. Автобусри 49 ҫынран пӗри те аманман. Мерседес водителӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫӑмӑл машина ун ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран вӗҫсе тухнӑ, вӑл нимӗн те тума ӗлкереймен. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх Skoda Octavia водителӗ руль умӗнче ҫулталӑк ытларах ҫеҫ ларнӑ иккен.

Автобус пассажирӗсем валли тепӗр транспорт хатӗрӗ тупса вӗсене Йошкар-Олана янӑ.

Асаилтеретпӗр, Йошкар-Оларан Мускава ҫӳрекен рейслӑ автобуспа нумай пулмасть тепӗр пӑтӑрмах пулсан иртнӗччӗ — Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобус «Мерседес» тиев машинипе ҫапӑннӑччӗ. Телее вӑл пӑтӑрмахра ҫын пурнӑҫӗ татӑлман.

#пӑтӑрмахсем, #Йӑмалӑх, #Етӗрне районӗ, #Шупашкар, #Мускав районӗ, #ҫул-йӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i360.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем