Ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк савӑнтармӗ. Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, ҫавна май хӑш-пӗр вырӑнта пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 1-3 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗнӗ рекорд пулас шанчӑк пур: 1956 ҫулта ҫак кунсенче 2,3 градус ӑшӑ пулнӑ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче сывлӑш температури 3-4 градус таран анӗ, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ-ха? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 20-28-мӗшӗсенче 8-12 градус сивӗ пулӗ. Раштавӑн 24-27-мӗшӗсенче хӗвеллӗ кунсем пулас шанчӑк пур. Ҫӗнӗ ҫул умӗн юр ҫума пултарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче термометр 5-10 градус сивӗ кӑтартӗ. Хӗллехи каникулта кашни кун тенӗ пекех юр ҫӑвӗ, юр хулӑнӑшӗ 15 сантиметра ҫитӗ.