Чӑваш Енри каччӑ Мускав хӗрне вӗлернӗ тесе шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара РФ Следстви комитечӗн Мускаври Тӗп следстви управленийӗ ҫамрӑка тытса чарнине хыпарланӑ.
Ӗнерхи хыпарта хӗр Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗреннине ҫеҫ хыпарланӑччӗ. 20 ҫулти пике Раҫҫейӗн халӑх туслӑхӗн университетӗнче филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хӗр виллине раштавӑн 10-мӗшӗнче Виноградов академик урамӗнчи хваттерте тупнӑ. Ӑна утиялпа чӗркенӗ.
Пӑтӑрмах пирки «Телеканал 360» сайтӗнче те паян пӗлтернӗ. Хӗр виллине асӑрхиччен тӑванӗсемпе унӑн ҫыхӑнӑвӗ виҫӗ кун маларах татӑлнӑ. Ҫакна хӗрӗн аслашшӗ (тен, кукашшӗне-тӗр. Вырӑсла хыпарта «Дедушка» тенӗ) тӗпчевҫӗсене пӗлтернӗ.
Студенткӑна вӗлернӗ каччӑ унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Хӗрпе вӑл пӗр вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, кайран каллех мирлешнӗ.