Фотоаппарат пулӑшнипе кӑсӑклӑ та илемлӗ самантсене сӑнӳкерчӗксенче упраса хӑварма май пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнче фотографи кун-ҫулӗпе тата Мускаври фотохудожниксен куравӗ уҫӑлчӗ.
Куравра фото ӳкермелли техника епле аталанса пынине, ӳкерчӗк мӗнле майпа хут ҫине куҫнине пӗлме пулать. Музей ӗҫченӗсем фотографи историйӗпе кӑсӑклантарма ятарлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх ачасем аслисенчен фото ҫинчи вӑртӑнлӑха ытларах туяҫҫӗ, ӑнлантарса параяҫҫӗ.
Курава Мускаври 10 ӳнерҫӗ йӗркеленӗ. Вӗсем 80 ытла ӗҫ илсе килнӗ. Пултаруллӑ фотографсен кашнин хӑйӗн техники. Ӳкерчӗксен ячӗсем те хӑйне евӗрлӗ, вӗсенче тӗрлӗ мӗлсен пӗрлешӗвӗ.
Авторсем пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма тӗрлӗ вӑхӑтра сӑнланӑ ӳкерчӗкӗн кӑсӑклӑ саманчӗсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Пурнӑҫри хитре самантсене поэт сӑвӑсенче, композитор кӗвӗсенче, фотограф вара ӳкерчӗксенче кӑтартать. Ҫак хӑйне евӗрлӗ ӗҫсен куравне ытти ҫӗршывсенче те пысӑк хак панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнчи куравпа чӳкӗн 11-мӗшӗччен паллашма май пур.