Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Культура: «Асам. Кинохаклав» хаклав конкурсӗ пирки пӗлтеретпӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.12.2019 12:59 | 1741 хут пӑхнӑ
Культура

Раштавӑн 2-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш хут пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иртӗ. Унта куракансем юлашки ҫулсенче ӳкернӗ фильмсемпе паллашма пултарӗҫ.

Чӑваш халӑх сайчӗ, кинофестивалӗн информаци спонсорӗ пулнӑ май, пӗчӗк конкурс йӗркелени пирки пӗлтерет. Вӑл «Асам. Кинохаклав» ятлӑ пулӗ.

Конкурса хутшӑнас тесен сирӗ кинофестивальте кӑтартнӑ фильмсен (конкурса хутшӑнаканнисем те, конкурса кӗменнисем те!) хаклавне хатӗрлемелле. Формачӗ — ирӗклӗ, 2000 саспаллинчен кая мар пулмалла (А4 калӑпӑш). Конкурса эпир чӑвашла ҫырнӑ кинохаклавсене йышӑнӑпӑр. Вӗсене кинофестиваль пынӑ вӑхӑтра (раштавӑн 6-мӗшӗччен) np@chuvash.org адреспа ярса памалла. Вырнаҫтарма юрӑхлӑ хаклавсене тӳрех сайта кӗртӗпӗр — вулакансем вӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Вырӑсла ҫырнӑ хаклавсене те йышӑнма пултаратпӑр, анчах вӗсем пирӗн конкурса хутшӑнаймӗҫ.

Асӑрхаса хӑварни: пирӗн конкурса ярса панӑ хаклавсем кинофестиваль хаклавне хутшӑнмӗҫ. Ку конкурс — пирӗн сайт шайӗнче ҫеҫ йӗркеленӗскер.

Фильсем хаклавне Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников хаклӗ. 1-мӗш вырӑншӑн 1000 тенкӗлӗ парне кӗтӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 500 тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 300 тенкӗ. Кашни хутшӑнакана электронлӑ сертификатпа тивӗҫтерӗпӗр.

#кино, #культура, #конкурссем, #кинофестивальсем, #Асам

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7304.3.7969
2019.12.03 11:02
Agabazar
Хĕл Мучи ăçта пурăннине аса илтерме вăхăт çитрĕ....
Agabazar // 1875.93.1777
2019.12.04 07:16
Agabazar
Хаклавсем <<килĕшет—килĕшмест>> шайĕнче çеç пулмасса шанатпăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем