Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 60-мӗш шкулти семинарта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.10.2012 23:28 | 1627 хут пӑхнӑ

Шупашкарти 60-мӗш шкула республикӑри хуласемпе ялсенчи шкулсенче вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче кӳршӗ Мари Эл ҫыннисем те пур. Сӑлтавӗ — кунта паян Раҫҫей шайӗнче вунвиҫӗ хутчен иртнӗ «Человек в истории. Россия — ХХ век» конкурс пӗтӗмлетӗвне туни тата ҫитес ҫул унта хутшӑнакансен мӗн ҫине тимлӗх уйӑрас пирки пычӗ. Ҫакӑн ҫинче Раҫҫей Мемориалӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Екатерина Яранцева тата ҫутӗҫ программисен кураторӗ Максим Дмитриев тӗплӗн каласа пачӗҫ.

60-мӗш шкулта чӑваш культурине сӑнласа паракан паха музей вырнаҫнӑ. Ӑна йӗркелесе пӑхса тӑракан Людмила Аркадьевна Федотова пуҫтарӑннисене тӗрлӗ экспонатсемпе паллаштарчӗ, музей ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Каярахпа семинара пухӑннисен умӗнче Раҫҫей Мемориалӗн Мари Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Аракчеев тухса калаҫрӗ. Ӑна шкулти аслӑ классенче вӗренекенсем те хапӑлласах итлерӗҫ. Николай Александрович тӑрӑшнипе Йошкар-Ола хулинче ГУЛАГ историйӗн Мемориаллӑ халӑх музейӗ уҫнӑ, ӑна вӑл хӑйӗх ертсе пырать. Пуҫтарӑннӑ ҫынсене Н.Аракчеев музейра упранакан хӑшпӗр сӑнӳкерчӗксемпе тата экспонатсемпе паллаштарчӗ, хӑй туса пыракан ӗҫ ҫинчен каласа пачӗ.

Семинарта кӗнекесен тата электронлӑ дисксен куравӗпе те паллашма май пулчӗ. Кӑмӑл тӑвакансене ҫывӑх вӑхӑтра ҫак литературӑна ярса пама шантарчӗҫ ертӳҫӗсем. Пӗлмелли, вӗренмелли нумай пулчӗ ҫак кун. Нумайӑшӗн ҫывӑх вӑхӑтра иртекен вунтӑваттӑмӗш конкурса хутшӑнма та кӑмӑл пур. Ӗҫлес кӑмӑла ҫӗклеме малашне те ҫакӑн йышши семинарсемпе ӗҫлӗ канашлусем ирттерме, тата кирлӗ сӗнӳсемпе канашсем пама хӑйсемпе ҫыхӑну тытма шантарчӗҫ республика уйрӑмӗн ертӳҫисем.

#Шупашкар, #семинарсем, #60-мӗш шкул

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем