Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тутарстанри Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче ҫӗнӗ пӳрт лартӗҫ. Вӑл авалхи пӳрт пек пулӗ. Унта музей уҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку вырӑнта тахҫан малтан Петӗр Хусанкай пурӑннине ҫак чул ҫинчи плитана вуласа пӗлме пулать. Ӑна вырнаҫтариччен поэт ҫурчӗ пулнӑ тӗле килен-каян ҫак ятарласа лартнӑ чӑрӑш тӑрӑх пӗлнӗ. Ҫывӑхри хыр йывӑҫӗ вара кунта сӑвӑҫ пурӑннӑ чухнех ӳснӗ».
Сиктӗрме ялӗнчи Иван Казанков аслӑ поэт ҫуртне ҫӗнетмеллех тесе шутланӑ май унта ӗлӗкхи ҫурта аса илтерекен кивӗ пура лартнӑ. Ӑна кӑҫалах туса пӗтерсе пӳртре Хусанкай музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.
Agabazar // 3348.90.3211
2025.10.16 20:54 | |
Çиктĕрмере Хусанкай музейĕ капла та пур. Асăннă çуртра унăн филиале пулма пултарать. | |
Алексин // 1199.57.3136
2025.10.18 08:05 | |
Ҫурт-музейӗ тесен аванрах мар-и? | |
Базиль Кириллов // 1199.57.3136
2025.10.18 10:28 | |
Паллах, Атнер Петрович ҫак музея пуянлатма пулӑшма пултарать. | |
Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997
2025.10.20 06:45 | |
Аслă Хусанкайăмăр çуралса ÿснĕ çурт ларнă вырăнта эпир, çамрăк та хастар В.П.Станьял вĕрентекенĕмĕр ертсе кайнă студентсем (Анатолий Смолин, пулас Улькка Эльмен, Лена Тумаланова, эпĕ т.ыт.те), 1979 çулхи июльте пулнăччĕ. Çакна çирĕплетекен фотосем пур ман пуян архивăмра.
Валери ТУРКАЙ. 20.10.25 | |
Agabazar // 9549.7.8321
2025.10.21 16:44 | |
Эс те пулӑшма пултаран, Базиль юлташ. | |
