Пушкӑртстанӑн шӗкер хулинче паян халӑх пухӑвӗ — митинг — иртнӗ. Ҫын нумайях пуҫтарӑнман пулин те (ШӖМ 50 ҫын шутланӑ) унта кӑсӑклӑ чӗнӳсем пулни пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Хулари профсоюзсен ҫурчӗ умӗнчи митинга тухнӑ халӑх «Суверинетсӑр Пушкӑртстанӑн малашлӑхӗ ҫук!» плакатсемпе те тухнӑ иккен. Пухӑва пӗтӗмлетнӗ резолюцине те ҫак шухӑша кӗртнӗ — 2002 ҫулччен республика Конституцийӗнче ҫырӑннӑ «суверенитета» тавӑрма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех кӑк халӑхсен прависем ҫинчен калакан ООН декларацине ратификацилеме ыйтнӑ.
Халӑх пухӑвне «Кук буре» (чӑв. Тӳпери кашкӑрсем) право хӳтӗлекен движени йӗркеленӗ, вырӑнти влаҫ ӑна ирттерме ирӗк панӑ. Митинга пуҫаракансем унта 200 ҫын пулни ҫинчен пӗлтернӗ.