Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Писательсен ретне илчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 06.10.2012 22:56 | 1886 хут пӑхнӑ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Яруткина час-часах хаҫат-журнал страницисенче тӗрлӗ хайлав пичетлет. Шкулти вӗренекенсене те кулленех литература ӗҫне явӑҫтарать. Чӑваш сайчӗ ирттерекен фантастика конкурсӗсене вӗренекенсене те явӑҫтарать, хӑй те хастар хутшӑнать. Николай Плотников пухса хатӗрленӗ икӗ кӗнекере те унӑн хайлавӗсем пичетленчӗҫ. Кӑҫал икӗ кӗнеке пичетлесе кӑларма пултарчӗ: «Илемлӗх ытамӗ» тата «Сӑвӑсемпе юрӑсем».

Ҫак кунсенче Чӑваш Республики писательсен союз председателӗ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Юхма) тата Татюк Юркки ҫыравҫӑ (Юрий Витальевич Дадюков) Хусанушкӑнь ял халӑхӗпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Светлана Яруткинӑна писательсен союзне илнине пӗлтерекен хушупа паллаштарчӗҫ, кунсӑр пуҫне ӑна Алексей Талвир ячӗллӗ преми пачӗҫ. Юхма Мишши тӗлпулӑва пуш алӑпа килмен, вӑл Хусанушкӑнь шкулне 100 ытла кӗнеке парнелерӗ. Шкул ачисем пухӑннисене Светлана Яруткина ертсе пынипе (вӑл баянпа ӑста калать) пуян концертпа савӑнтарчӗҫ. Юлашкинчен хӑнасем Негей палӑкӗ умӗнче асӑнмалӑх фото ҫапӑнчӗҫ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хусанушкӑнь

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем